Патӑ­рьел тӑрӑхӗн­че Ҫӗн­терӳ кунне ҫӗнел­нӗ пар­к­ра кӗт­се илесшӗн

Аслӑ вӑрҫӑ вете­ранӗ­сене асӑн­са ларт­нӑ палӑк тав­ра­шӗ хӑт­лӑ та илем­лӗ асӑ­ну паркне ҫаврӑнӗ. Патӑ­рьел тӑрӑхӗн­чи Ҫӑл Атӑк­па Анат Тӑр­мӑш ялӗ­сен­че пурӑ­на­кан­сем Ҫӗн­терӳ юби­лейне халал­ла­са пысӑк пӗл­терӗ­шлӗ сӑва­плӑ ӗҫе пуҫӑннӑ. 

Кун­та пурӑ­на­кан­сем тӑван тав­ралӑхне илем­ле­тес тесе ҫул­се­рен чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫӑл Атӑк ялне пыр­са кӗнӗ ҫӗр­ти таса ҫӑл­куҫ­па часов­ня ҫеҫ мӗне тӑрать. 2010-мӗш ҫул­та, сӑма­хран, ҫак сӑва­плӑ вырӑ­на Чӑваш Енри чи хӑт­лӑ ҫӑл­куҫ тесе йышӑн­нӑ. Ҫап­ла, туслӑ ял-йыш кар тӑр­са кӑҫал тепӗр пар­ха­тар­лӑ ӗҫ пуҫар­нӑ. Тӑван ҫӗр­шы­вӑн аслӑ вӑрҫин сал­та­кӗ­сене сума суса икӗ ял хуш­шин­че асӑ­ну ком­плексӗ тума пуҫланӑ.

Ҫӗнӗ палӑк­сене Анат Тӑр­мӑш­ри шкул ҫур­чӗ ҫумӗн­че выр­наҫтар­ма йышӑн­нӑ. Ҫап­ла май­па вырӑн­ти халӑх 2020-мӗш ҫул­та хуп­нӑ пӗлӳ ҫуртне те упра­са хӑвар­ма шутлать.

Кӗҫех ҫак шкул­тан тух­нӑ ятлӑ-сум­лӑ ҫын­сем пӗр чӑмӑ­ра пухӑн­са ҫирӗп йышӑ­ну тунӑ. Никӗс ҫин­че тӗре­клӗ лара­кан ҫур­та сых­ла­са хӑва­рас тесе ун ҫумӗн­че асӑ­ну пар­кӗ йӗр­ке­ле­ме шут­ланӑ. Ялти 1970-мӗш ҫул­та ларт­нӑ палӑка ҫӗнӗ палӑк­сем­пе пӗр ком­плек­са ҫыхӑн­тар­са вӗсен хуш­шин­чи мух­тав аллей­ине ҫӗнет­нӗ. Тӑлӑ­ха юлнӑ шкул пах­чин­че ашкӑра­кан вӗре­не­сене кӑкланӑ май ҫур ӗмӗр каял­лах вете­ран­сем ларт­нӑ улмуҫҫи­сене упра­са хӑварнӑ.

Ҫӗнӗ палӑк­сене ларт­ма Ҫӑл Атӑк­па Анат Тӑр­мӑш ҫын­ни­сем хӑй­сем тӗл­лӗ­нех пӗр мил­ли­он тен­ке яхӑн укҫа пух­нӑ. Вас­кав­лӑ май­па ӗҫе пуҫӑн­са вӑрҫӑ­па тыл пат­тӑрӗ­сене асӑн­са ҫак палӑк­сене выр­наҫтар­нӑ. Яла­все­м­пе сӳн­ми ҫулӑм вырӑнне те пӑх­са хӑвар­нӑ. Халӗ Ҫӗн­терӳ пар­кӗн­чи хӑш-пӗр хӑт­лӑх ӗҫӗ­сем­пе тир­пей-илем кӗр­тес­си ҫеҫ юлнӑ.

Шкул ҫур­чӗ­сене хӑй ытамне иле­кен асӑ­ну пар­кӗн­чи кивел­нӗ палӑка та ҫӗнет­ме вӑхӑт ҫит­нӗ. 55 ҫул каял­ла уҫнӑс­ке­ре пӗт­ме парас марч­чӗ теҫҫӗ хастарсем.

Ялта пурӑ­на­кан­сем мону­мент ҫывӑхне пул­са юлнӑ чарӑ­ну пави­льонне те кӑштах айк­ки­нел­ле куҫар­ма, ҫавӑн пекех ҫӳп-ҫап кон­тей­нерӗ­сене урӑх вырӑ­на выр­наҫтарм­ал­лине калаҫҫӗ. Ку ӗҫе вырӑн­ти влаҫ­сем хут­шӑ­насса шанаҫҫӗ. Ҫӗнел­нӗ Ҫӗн­терӳ паркне вара икӗ ял халӑхӗ ҫу уйӑхӗн 9‑мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗн­терӗвӗн 80 ҫул­хи юби­лей­ӗн­че уҫма палӑртать.

Алек­сей Еней­кин
Источ­ник: Патӑ­рьел тӑрӑхӗн­че Ҫӗн­терӳ кунне ҫӗнел­нӗ пар­к­ра кӗт­се илесшӗн

Оцените автора
Медиапроект «Достояние Республики» - патриотический проект