Пат­тӑр­сен ячӗ­пе ыркӑ­мӑл­лӑх уявӗ

Вален­ти­на Двой­но­ва юрӑҫ пуҫар­ни­пе Шупаш­кар­та черет­лӗ ыркӑ­мӑл­лӑх кон­цер­чӗ иртрӗ.

Сал­так амӑ­шӗн чунӗ вӑрҫӑри ывӑлӗ­шӗн яла­нах хып­са ҫун­ма хатӗр. Каш­ни кунах вӑл ӑш вӑр­ка­нине палӑрт­масӑр фрон­три ачин­чен шӑн­кӑрав е ҫыру кӗтет. Халӑх­па пӗр­ле тылри ӗҫе хут­шӑн­са ҫӗн­терӗве ҫыв­хар­тать. Вален­ти­на Двой­но­ва юрӑҫ та сал­так­сем­пе вӗсен тӑванӗ­сене кӑмӑл-сипет тӗлӗ­шӗн­чен тӗрев пар­са ыркӑ­мӑл­лӑх кон­цер­чӗ­сем йӗр­ке­лет, май кил­нӗ таран ҫара пулӑшать.

Кон­цер­та ятар­лӑ ҫар опе­ра­ций­ӗн пат­тӑрӗ­сем­пе пӗр­лех тӑван ҫӗр­шы­вӑн мӗн­пур хӳтӗлевҫине халал­ланӑ. Зал­ра уйрӑ­мах Афга­ни­стан вӑрҫин вете­ранӗ­сем йыш­лӑн пухӑн­чӗҫ. Вӑл йыш­ра Нико­лай Гав­ри­лов Раҫҫей Геройӗ те пул­чӗ. Ӑна халал­ла­са уяв­ра ҫӗнӗ юрӑ та янрарӗ.

Уява опе­рӑ­па балет теат­рӗн солисчӗ­сем­пе “Клас­си­ка” капел­ла хорӗ илем­ле­трӗҫ. Артист­сем Совет ҫарне Афга­ни­стан­ран кӑлар­нӑран­па 35 ҫул ҫит­нине палӑрт­са вете­ран­сене кӑмӑ­ла ҫӗкле­кен юрӑ­сем пар­не­лерӗҫ, пул­ни-ирт­нине аса илтерчӗҫ.

Источ­ник: https://chgtrk.ru/nac/novosti/nacionalnye-novosti/pattarsen-yachepe-yrkamallah-uyave/

Оцените автора
Медиапроект «Достояние Республики» - патриотический проект