Поздравление Героя России Николая Гаврилова

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Ентешсем!

Кăҫал эпир юбилей паллӑ тӑватпӑр: Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитет. Паллах, чӑвашсем – авалхи халӑх, пирĕн истори ҫав тери пуян. Чӑваш халӑхĕ 100 ҫул ҫеҫ мар, пин ҫул ытла та пурӑнать пулĕ. Эпир халь хамӑр халӑх 1917ҫулхи октябрьти революци хыҫҫӑн наци автономине пĕрлешнине палӑртатпӑр. Ҫак ĕмĕр хушшинче пирĕн несĕлсене пĕтĕм Раҫҫей халӑхĕпе пĕрле темле йывӑрлӑх та тӳссе ирттерме, хамӑр нацин хурҫӑ пек ҫирĕп кӑмӑлне пĕрре мар кӑтартма тивнĕ. Тӑван ҫӗр хӑвачĕ туптама пулӑшнӑ ҫак вӑя. Пирӗн тивӗҫ – хамӑрӑн йӑх-несĕл тымарĕсене асра тытса, хисеплесе малалла аталанса пырасси.
Паянхи кун Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийĕнчи чи хӑвӑрт аталанса пыракан регионсен шутне кĕрет, чӑваш халӑхĕ нумай нациллĕ, нумай конфессиллĕ ҫӗршывра хӑйĕн тивĕҫлĕ вырӑнне йышӑнать. Хальхи вӑхӑтра пирĕн ҫӗршывра чӑваш ывӑл-хĕрĕ пурӑнман кĕтес те ҫук пулĕ. Чӑвашра ҫуралса ӳснĕ ҫамрӑк специалистсем, ӑс-тӑн енĕпе ыттисенчен нимĕнпе те кая маррине кӑтартса, тĕрлĕ ҫĕрте ертӳҫĕ пулса ĕҫлеҫҫĕ.
Чӑваш Енри пĕтĕм халӑх ҫыннине, республикӑпа районсен ертӳҫисене, тӑван килтен аякра пурӑнакан ентешсене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнĕ ятпа чĕререн саламлатӑп. Раҫҫей халӑхĕсен туслӑ ҫемйинче малашне те пуринпе пĕр тан пулса, ырлӑх-хурлӑха пĕрле пайласа пурӑнмалла пултӑр!
Ҫапла пултӑр!

Николай Гаврилов, Раҫҫей Геройӗ, “Республика Пуянлӑхӗ” проектӑн Редакциллӗ Канашӗн Председателӗ, Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ, Общество канашӗн Председателӗ г”. Шупашкар

Дорогие жители Чувашии! Земляки!

Этот году у нас по-настоящему юбилейный: сначала мы торжественно отметили 75-летие Великой Победы, а сейчас мы празднуем 100-летие со дня создания Чувашской автономной области. Конечно, чуваши – древний народ, наша история очень богатая. Мы существуем сотни, а может, и тысячи лет. А сегодня мы отмечаем объединение нашего народа в национальную автономию после Октябрьской революции 1917 года. За эти сто лет нашей великой Родине и всем семьям братских народов пришлось пройти грандиозные испытания. И наш народ достойно продемонстрировал свои характер и стойкость. Эта сила помогла обрести мощь родной земли. И наш с вами долг – помнить, чтить и высоко нести честь и достоинство своих национальных корней. На сегодняшний день Чувашская Республика входит в число самых быстрорастущих регионов Российской Федерации. Чувашский народ занимает свое достойное место в многонациональной и многоконфессиональной стране. В настоящее время в нашей стране, наверное, нет ни одного уголка, где не живут чуваши. Много талантливых молодых специалистов, родившихся в Чувашии, трудятся в различных отраслях и сферах, демонстрируя прекрасные результаты.

Сердечно поздравляю всех жителей Чувашии, руководителей республики, городов и районов, земляков, проживающих вдали от родного дома, со 100-й годовщиной создания Чувашской автономной области. Желаю дальнейшего развития процветания в дружной семье народов России!

Николай Гаврилов, Герой России, Председатель Редакторского Совета проекта «Достояние Республики», Почетный гражданин Чувашской Республики, Председатель Общественного совета г. Чебоксары